Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев РФ Патшалӑх Думин национальноҫсен ӗҫӗпе тимлекен Геннадий Семигинпа тӗлпулнӑ. Енсем чӑваш халӑхӗн наци культурипе чӗлхине конкретлӑ проектсем урлӑ аталантарас ыйтӑва сӳтсе явӑ.
Сӑмахран, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проектӑн хӑтлавӗ иртӗ. Унта Геннадий Семигин та хутшӑнӗ.
Акцин амбассадорӗ — Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл «Русская песня» ансамбльпе пӗрле хатӗр карттӑпа паллаштарӗ. Ун хыҫҫӑн ҫав карттӑ федераци округӗсем тӑрӑх ӑсанӗ.
Аякри Япони ҫӗршывӗнче чӑваш чӗлхми курсӗ уҫӑлӗ. Ку хыпара асӑннӑ ҫӗршывра пурӑнакан Юто Хисияма пӗлтернӗ.
1990-мӗш ҫулта ҫуралнӑ ҫав каччӑ Раҫҫейӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхӗсен чӗлхисене вӗренет. Аслӑ пӗлӗве ҫав каччӑ Хусанти федераци унивреситетӗнче илнӗ. Тутар чӗлхине вӑл нимӗҫ чӗлхи урлӑ хӑй тӗллӗн вӗреннӗ.
Чӑваш чӗлхи курсӗ Японире ҫулла уҫӑлӗ.
Ӗпхӳри чӑваш шкулӗ черетлӗ вӗренӳ ҫулне вӗҫленӗ.
«Иртсе каякан кашни ҫулах мӗнпе е пулин кӑсӑклӑ, асра юлать. Кӑҫалхи пирӗншӗн Павел Миронов вӗрентекен ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнипе паллӑ пулчӗ, — пӗлтернӗ асӑннӑ вырсарни шкулӗн директорӗ Иван Тарасов. — Вӑл Ӗпхӳре ӗҫлесе пурӑннӑ, революци умӗнхи саманара математика кӗнекисем хатӗрленӗ. Пирӗн шкул ун ячӗпе хисепленсе тӑрать».
Ачасемпе педагогсем ҫав куна тӗплӗн хатӗрленнӗ, концерт та лартса панӑ. Шкулта «Ҫамрӑк полиглот» предмета иккӗмӗш ҫул вӗрентекен Елена Едрёнкина ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ.
Тутар Республикинчи Элкел районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ — Хусанкай) чӑвашсен «Уявӗ» тата «Акатуйӗ» иртӗҫ. Кун пирки Елизавета Долгова чӑваш хастарӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Уява Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем вӑйӑ картине тӑрӗҫ. Вӑйӑ картине тухма пирӗн республикӑран пин ҫын тухса кайӗ.
Сӑмах май каласан, Сиктӗрмере чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ. Культура уявне асӑннӑ ялта ирттересси шӑпах ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Килсе курӑр хӑнана, хапӑл тӑвӑр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ – пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацийӗсенче вӗренекен ачасене тӑван тавралӑха юратма, тӑван ен историне, культурине, чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлме пулӑшасси.
Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли мелсем: E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio6@cap.ru.
Телефон номерӗ — 8(8352)45-99-96.
Тӗнче тетелӗнче чӑвашла ҫӗнӗ проект ӗҫлесе кайнӑ. «SAVANMA» проектра хыпар, видео, ӳкерчӗксем, ыйтусем хушса, тӗрлӗ темӑсем сӳтсе явма пулать.
«Хыпарсем хушма ан ӳркенӗр кӑна. Чӑвашла ҫырма манса кайман-и? Чӑвашла вулама, калаҫма, ҫырӑнма юратакансем валли.
Хыпар хушма тата йӗрлеме ҫырӑнӑр: http://savanma.ru/register», — тесе хыпарланӑ проект пирки.
Проект авторӗ — Сергей Ефимов. Вӑл «Контактри» хӑйӗн страницинче маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, халиччен темиҫе вариант юрӑ сайчӗ туса курнӑ. Пӗри те килӗшмен. Тем ҫитмен пек туйӑннӑ.
Ҫавӑнпа та халь пач урӑхла сайт йӗркелеме шухӑш тытнӑ. Сайт юрӑ валли кӑна мар, тӗрлӗ форматлӑ пулӗ.
Шупашкарта «Лайӑх» ятлӑ кофейня ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Апатлану предприятийӗн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кофейньӑра лайӑх кӑмӑл парнелеме шантараҫҫӗ.
«Лучшее место на Земле — Чувашия, а лучший кофе у нас!» — тесе ҫырса хунӑ унта. Чӑвашла куҫарсан, ку вӑл «Ҫӗр ҫинчи чи лайӑх вырӑн — Чӑваш Ен, чи лайӑх кофе вара «Лайӑх» кафере», — тесе ӑнланмалла.
«Лайӑх» ятлӑ кофейня Шупашкарти Иван Франко урамӗнче вырнаҫнӑ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Вырӑссен паллӑ тӗпчевҫин Ключевскин историне вуланӑ чухне час-часах пӗрре «боляр», тепре «бояр» тенине курма пулать. Славянсен тӗн чӗлхин (церковнославянский) палӑкӗ шутланакан упранса юлнӑ хайлавсенче ытларах «боляр» тенине куратпӑр. Балкан ҫинчи пӑлхарсем патӗнчен килнӗ хайлавсенче болер тени тӗл пулать. Енчен те янӑракан хупӑ сасӑ вырӑннӗ янӑраманни каласан... полер пулса тӑрать. Ирӗксӗрех пуҫра шухӑш ҫуралать, авалхи чӑваш-пӑлхарсен чӗлхинче пӳлер пекрех илтӗнмен-ши ҫакӑ? Пӳ тахҫан ҫар, ҫарҫыннине пӗлтерекен сыпӑк пулнӑ пуль. Ӗмпӳ, ҫӗрпӳ — аслӑ ҫарҫынни, ҫӗр ҫарҫыннин пуҫлӑхӗ; ер, ар — арҫын. Пӳлер — ҫарҫынни арҫын, хан ҫумӗнче тӑракан ар. Ку сӑмаха тӑваннисем — кӗрнекер, нукер...
Хушса калани. Ман шухӑшпа Пӳлере ҫар ҫынни должноҫӗпе ҫыхӑнтарни тӗрӗсех мар.
Чӑваш Енри пачӑшкӑсем республикӑра пурӑнакан титуллӑ нацин чӗлхине вӗренме шухӑш тытнӑ.
«Шупашкар тата Чӑван Ен митрополийӗн пачӑшкисем чӑваш чӗлхине вӗренни ҫинчен пӗлтернӗччӗ сире. Халӗ вӗренӗвӗн 2-мӗш тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Ӑнӑҫу сунар», — тесе хыпарланӑ Шупашкарти 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Александр Степанов «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанийӗ кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 4 пачӑшкӑ чӑвашла вӗренме шухӑш тытнӑ. Ют регионтан пирӗн республикӑна куҫса килнӗ пачӑшкӑсем чӑваш культурипе, историйӗпе, йӑли-йӗркипе те паллашаҫҫӗ. Икӗ уйӑхлӑх курса хутшӑнакансене Чӑваш Ен тата Шупашкар митрополичӗ Савватий пилленӗ.
«Электронлӑ сӑмахсар» сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Ку хутӗнче унта 1971 ҫулта тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарь» вырнаҫрӗ. Ӑна И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ. Тӗп редакторӗ — М.В. Лазова.
Ҫак пысӑк сӑмахсара пурӗ 41 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Хӑй кӗнеке пурӗ 893 страницӑран тӑрать. Ӑна «Совет энциклопедийӗ» издательство кӑларнӑ пулнӑ. Кӗнекене электронлатас ӗҫе Алина Ивановӑпа (текста юсанӑ) Николай Плотников (кӗнекене ӳкернӗ, саспаллатнӑ, юсанӑ текста сайта вырнаҫтарнӑ) тунӑ.
«Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче унсӑр пуҫне ытти вырӑсла-чӑвашла словарьсем те пур. Ку вӑл 1972 ҫулта В.Г. Егоров редакциленӗ словарь (18,7 пин сӑмах); Скворцов М.И. тата Скворцова А.В. хатӗрленӗ вырӑсла-чӑвашла словарь (8,9 пин сӑмах, 2002 ҫулта тухнӑ); Скворцов М.И. хатӗрленӗ «Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ» (3,6 пин сӑмах; 2004 ҫулта тухнӑ). Сайтри тулли словарьсен пӗтӗмӗшле йышӗ вара 15 ҫитрӗ.
«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» малашне те ҫак сайта ҫӗнӗ словарьсемпе пуянлатас ӗҫе туса пырӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |